Ял хуҫалӑхӗ
Пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен Чӑваш Енре ҫӗрсен «халӑх инвентаризацийӗ» пуҫланать. Республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырура икӗ ҫул хушшинче пушӑ выртакан тата тухӑҫсӑр усӑ курман ҫӗрсен реестрне хатӗрлеме тӗллев лартнӑччӗ. ЧР Пурлӑх министерствинче иртнӗ ларура пӗлтернӗ тӑрӑх, акци вӑхӑтӗнче тӗллевлӗ мар усӑ куракан лаптӑксене тупса палӑртӗҫ, вӗсене ӗҫлеттерме тытӑнӗҫ. Инвентаризаци ял-салари пушӑ ҫӗрсене пырса тивӗ. Ӗҫлӗ комиссисем тата ятарлӑ ушкӑнсем йӗркелеме палӑртнӑ. Вӗсем хуҫасӑр лаптӑксене шута илӗҫ, вӗсене пӑхмашкӑн вырӑна тухӗҫ. ЧР Пурлӑх министерстви муниципалитет халӑхне кампание хастар хутшӑнма чӗнет. Граждан хастарӗсем мӗн пур ыйтӑва уҫӑмлатма шантараҫҫӗ. Ӗҫе икӗ тапхӑрпа ирттерӗҫ. Чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗ валли пӗтӗмлетӳсем тӑвӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Кирилловсем сертификат илнӗ Чӑваш Енре 2011 ҫултанпа нумай ачаллӑ ҫемьесене ҫӗр лаптӑкӗ тӳлевсӗр параҫҫӗ. Нумаях пулмасть Куславкка хулинче пурӑнакан Павелпа Людмила Кирилловсене ҫӗр лаптӑкӗ илмелли сертификат панӑ. Сертификата ҫемьене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура Куславкка хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Васильев тыттарнӑ. Нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗ тӗлне Куславкка районӗнче нумай ачаллӑ 44 ҫемье ҫӗр лаптӑкӗ илмешкӗн черетре тӑрать. Вӗсенчен 35-шӗ панӑ ҫӗр ҫинче ҫурт-йӗр хӑпартасшӑн, 8-шӗ вите-сарай тӑвасшӑн, 1 ҫемье дача пек усӑ курасшӑн. Хальлӗхе 43 ҫемье тӳлевсӗр ҫӗр лаптӑкӗллӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Пурнан пурнӑҫа кам епле пурӑнса ирттерет. Канаш районӗнчи Чакаҫ ял арҫынни А.В. Алексеев сысна ӗрчетет. Ҫак чӗрчунсене усрама пуҫличчен вӑл вӗлле хурчӗ тытса пӑхнӑ. Каярах «вьетнам сысни» текен ӑрат ҫине куҫнӑ. Ун йышши сысна пуррине ӑна Шӑмӑршӑра пурӑнакан юлташӗ каласа кӑтартнӑ. Хӑй усракан ӑрата арҫын питӗ ырлать: йӑпӑр-япӑр чирлемеҫҫӗ, пӗтӗленме хӑвӑрт ӳссе ҫитеҫҫӗ тет. Ҫитерме кил тӗрӗшри апат юлашкиех каять-мӗн. Ятарласа урпа кӗрпи, пӑрҫа, комбикорм кӑна туянать. Паян Алексеев хуҫалӑхӗнче 5 сысна ами, 1 сысна аҫи тата 22 ҫура. Сысна юратакан арҫын икӗ качакипе те мӑнаҫланать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Министр (сылтӑмри) мӗнпур ыйтӑва хуравлама тӑрӑшнӑ Ҫӗрулмине халалласа палӑк лартма республикӑн ял хуҫалӑх министрне Сергей Павлова Красноармейски районӗнче пулнӑ чух пӗр ҫын каланӑ. Министр унта районӑн иртнӗ ҫулхи социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвне тишкерекен тата кӑҫлахи плансене палӑртма пухӑннӑ канашлӑва хутшӑннӑ. Унччен Сергей Павлов вӑл тӑрӑхри паллӑ вырӑнсене ҫитсе ҫаврӑннӑ. Сӑмахран, Филипп Лукин композиторӑн тӑван Чатукассинче уҫнӑ музейне кӗрсе тухнӑ. Ленинградри блокадӑна сирнӗ ятпа 70 ҫул ҫитнине асӑнса вӑрҫӑра вилнисен палӑкӗ умне чечек хунӑ. Чатукассинчи шкулӗнче уҫнӑ шӑпӑрлансен ушкӑнне те кӗрсе тухнӑ. Социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвне тишкернӗ вӑхӑтра министртан тем пирки ыйтакан та тупӑннӑ. Вӗсенчен пӗри ҫӗрулмине хисеплесе палӑк лартма сӗннӗ. Хӑйӗн шухӑшне вӑл «иккӗмӗш ҫӑкӑр» вӑрҫӑ ҫулӗсенче тата ун хыҫҫӑнхи выҫӑ вӑхӑтра нумай пурнӑҫа ҫӑлса хӑвранипе сӑлтавланӑ. Ку сӗнӗве министр ҫывӑх вӑхӑтра республикӑра йӗркелекен «Ҫӗрулми — 2014» курав вӑхӑтӗнче хускатма шантарнӑ. Сӑнсем (18) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Шандор Фазекаш иртнӗ ҫулхи кӗркунне Мускавра иртнӗ ял хуҫалӑх куравӗнче. Венгри правительствин сайтӗнчи сӑн Венрин ял хуҫалӑх министрӗ Шандор Фазекаш Чӑваш Енпе аграри ыйтӑвӗсемпе тачӑ ҫыхӑну йӗркелес шухӑшлӑ-мӗн. Кун пирки вӑл пирӗн республикӑн пӗрремӗш президенчӗпе, хальхи Раҫҫей ял хуҫалӑх министрӗпе Николай Федоровпа тӗл пулнӑ чух пӗлтернӗ иккен. Ҫак хыпара Венгри правительствин сайчӗ хыпарлать тесе «Ирӗклӗ сӑмах» интернет-хаҫат пӗлтерет. Фазекаш кӑрлачӑн 14-мӗшӗнчех Венгрин премьер-министрӗпе Виктор Орбанпа пӗрле килсе кайнӑ иккен. Ун чухне Венгрин ял хуҫалӑх министрӗ Чӑваш Ене хӑйӗн партнерӗ евӗр курма хавассине палӑртнӑ. Николай Федорова вӑл Венгрие ял туризмӗ тата аквакультура темӑсене сӳтсе явма чӗннӗ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
«Енчен пурлӑха (ҫурт-йӗре, сооружение, машинӑна тата ыттине) хӑйӗн тӗллевӗпе кӑна мар, урӑх енпе те, сӑмахран, производство зданине — склад вырӑнне, трактора — хӑш чухне груз турттарма, ҫӗре вара хутра палӑртнӑ пек кӑна усӑ курмалла», — тесе ӑнлантарса панинчен пуҫланӑ республикӑн Пурлӑх министерствин сайтӗнчи черетлӗ информацирен пӗрне. Унта сӑмах ҫӗре пӗр категорирен теприне куҫарасси пирки пырать. Чӑн та, ҫӗре тӗллевлӗ усӑ курмалла. Пусӑ ҫинче, тӗслӗхрен, вӑрман ӳстерме юрамасть. 2005 ҫултан пуҫласа 759 лаптӑка, пурӗ 1861 гектар, ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ ҫӗртен промышленноҫ е урӑх тӗллевӗлли ҫине куҫарнӑ. Юлашки виҫӗ ҫулта уйрӑмах нумай: маларах асӑннӑ лаптӑкран 87 процентне юлашки виҫӗ ҫулта куҫарнӑ. Пӗлтӗр кӑна ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ 241 лаптӑка куҫарасси пирки 114 ходатайство шута илнӗ. Урӑх тӗллеве куҫарнисенчен Патӑрьел, Канаш, Красноармейски, Пӑрачкав, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Етӗрне районӗсенче пурӗ 209,5 гектар ҫӗре ҫурт-йӗр тума куҫарнӑ. Карас ҫыхӑнӑвӗн башнисене вырнаҫтарма Сӗнтӗрвӑрри тата Вӑрмар районӗсенчи 4 лаптӑка 0,07 гектара ҫӗнӗ статус панӑ. Цифра телекуравӗн радиотелевидени станцийӗсем валли Вӑрмарта Шупашкар районӗсенчи 0,08 гектар ҫӗре куҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсен ӗҫ укҫине ӳстересси хальхи вӑхӑтра чи сӳтсе явакан ыйтусенчен пӗри шутланать тесе пӗлтерет Чӑваш Енӗн тӗп аграри ведомстви. Кун пирки ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов нумаях пулмасть Чӑваш Эн Элтеперӗ Михаил Игнатьев ертсе пынипе ирттернӗ канашлура та палӑртса хӑварнӑ иккен. Чӑваш Енӗн стастисчӗсем иртнӗ ҫулхи кӑрлач–чӳк уйӑхӗсенче республикӑри аграрисен уйӑхи вӑтам ӗҫ укҫи 10 пин те 630 тенке ларнине пӗлтереҫҫӗ. 2012 ҫулхипе танлаштарсан шалу 11,2 процент ӳснӗ иккен-ха. Анчах республикӑри вӑтам ӗҫ укҫипе танлаштарсан, ҫак хисеп асӑннӑ суммӑн 56,1 проценчӗ кӑна пулать. Шалу пӗчӗк курӑнни ӗҫлекенсен хисепне тӗрӗс шутланипе те ҫыхӑннӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен республикӑн Ял хуҫалӑх министерствинче. Кунта ташлама пӗлменнине пӗр япала чӑрмантарать текен ваттисен сӑмахӗ аса килчӗ те, юрӗ, ун пирки чарӑнса тӑмӑпӑр. Ҫапах та ӗҫ тухӑҫлӑхӗ пӗчӗккисенче шалу та пӗчӗккине асӑнаҫҫӗ-ха. Ҫӗмӗрле районӗнче, акӑ, ӗҫ тухӑҫлӑхӗ кашни ҫын пуҫне 119 пин тенке ларать иккен. Ку вӑл — республикӑра чи пӗчӗкки. Тухӑҫ 120–450 пинлисенче уйӑхри вӑтам ӗҫ укҫи 6–8 пин тенкӗпе танлашать-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Республикӑри ял хуҫалӑх предприятийӗсем удобрени туянма тытӑннӑ. Кӑрлачӑн 18-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енӗн Апат-ҫимӗҫ фончӗ предприятисемпе 7,5 пин тонна минераллӑ удобрени кӳрсе килме килӗшӳ тунине пӗлтернӗ. Ҫав шутран 5 пин тоннине кӳрсе килнӗ иккен Апат-ҫимӗҫ фончӗ 15 пин тоннӑран кая мар кӳрсе килме ӗмӗтленет иккен. Апат-ҫимӗҫ фончӗ пирки каласан, удобрени хакӗн тӳлевне ҫуррине кайран хӑйне тырӑ сутнин шучӗпе илме килӗшет-мӗн. Е ӗне выльӑх е сысна какайӗ парсан та килӗшет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Ӗнер Чӑваш Енӗн агропромышленноҫ комплексӗн малашнехи аталану ҫул-йӗрне сӳтсе явнӑ. Тӗлпулӑва унта район администрацийӗсен пуҫлӑхӗсем, ял хуҫалӑх тата тирпейлекен предприятисен ертӳҫисем пухӑннӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев патшалӑх самай пулӑшу кӳнине палӑртнӑ. Сӑмахне цифрӑсемпех ҫирӗплетнӗ — иртнӗ ҫул асӑннӑ отрасль валли республикӑра пӗтӗмпе 2,45 миллиард тенкӗ уйӑрнӑ. 2012 ҫулхипе те танлаштарса пӑхнӑ: укҫа виҫи 19 процент хутшӑннӑ. Ял хуҫалӑхӗнче аш-пӑш тата сӗт туса илни ҫулталӑкӗпех тупӑш кӳнине асӑнса хӑварнӑ. Ҫавӑнпа та фермӑсене малашне те юсаса-ҫӗнетсех тӑмалла. Сӗт-ҫӑва тирпейлесе республика тулашне ӑсатассине те йӗркелемелле. Михаил Игнатьев сӗт отрасльне мӗн чухлӗ усламҫӑна явӑҫтарни тӑрӑх район администрацийӗсен пуҫлӑхӗсен ӗҫне хаклама май пуррине те систерсе хӑварнӑ. 3–5 ҫулта ял хуҫалӑхне пысӑк укҫаллӑ пӗр инвестора та явӑҫтарайман тӑк, район админстрацийӗн пуҫлӑхӗ хӑйӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫласа ҫитереймест тесе пӗтӗмлетме юрассине палӑртнӑ. Республикӑн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов иртнӗ ҫул 23 фермӑна юсанине е ҫӗнӗрен туса лартнине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем Раҫҫейӗн премьер-министрӗ Дмитрий Медведев тата РФ Патшалӑх Думин спикерӗ Сергей Нарышкин патне ҫыру шӑрҫаланӑ. Халӑх «тарҫисене» ял хуҫалӑхӗнчи лару-тӑру пӑшӑрхантарать. Депутатсене шухӑшлаттаракан тӗп самантсен шутӗнче федераци хыснинчен килекен укҫа-тенкӗ, республикӑн хӑмла отрасльне тӗкӗ кӳресси, ял хуҫалӑх продукцине туса илекен Чӑваш Енри пердприятисене федераци сечӗн лавккисем патне ҫул уҫса парасси, яла кадрсемпе тивӗҫтересси. Тухтӑрсемпе вӗрентекенсене унта илӗртес тесе патшалӑх енчен маларах йышӑну турӗҫ-ха. Ялта тухтӑрта ӗҫлеме кӑмӑл тунӑ ҫамрӑк специалистсене 1 миллионшар тенкӗ ним мар кӑларса тыттараҫҫӗ. Вӗрентекенсене вара ҫурт-йӗр тума е туянма тесе илекен кредитӑн тата ҫав укҫа проценчӗн пӗр пайне саплаштарма йышӑннӑ. Ҫав вӑхӑтрах ял хуҫалӑх предприятийӗсем те ӗҫлекенсем ҫуккипе халтан каяҫҫӗ. Механизатор-дояркӑсем кӑна-и, инженерсемпе агрономсем, ветеринарсемпе зоотехниксем каясшӑн мар. Ял хуҫалӑх специальноҫне илекен яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ нумай-ха, анчах вӗсем яла талпӑнни сисӗнсех каймасть. Ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлекен специалистсене те яла ҫапла майпа илӗртсен аван тесе шухӑшлаҫҫӗ Патшалӑх Канашне депутата суйланнисем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Карпеев Михаил Поликарпович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |